Экскурсии по этнопарку в Заволжье

Приглашаем в этнокультурный парк "СУВАР". Этнопарк деревянных скульптур находится в Чувашской Республике на левом берегу реки Волги, на территории санатория "Чувашия". Цель создания парка - наглядно показать великую Древнюю культуру Суварского(чувашского) народа. В основном скульптуры связаны с мифологией, где образно повествуется о сотворении мира, богов, добрых духов. Это культурное место для отдыха с национальным колоритом. Парк занимает 7 гектаров лесного массива и богат более 130 скульптурами. Приглашаем на экскурсию в любое время без записи. Вы сможете прикоснуться к древней культуре суварского(чувашского) народа.

Из города Чебоксары с ж/д вокзала по левую сторону станция "Привокзальная" оттуда каждый час отъезжает 204 автобус в Заволжье, нужно ехать до остановки санаторий. Предлагаем воспользоваться услугами экскурсовода.

В каждое воскресенье 10:00 проводится бесплатная экскурсия с экскурсоводом.

Экскурсовод Балтаева Людмила Владимировна.

Моб. тел.: 8-937-370-47-68

Дом. тел.: (8352) 30-05-50

четверг, 21 января 2010 г.

ЮПА / Sculptural

Хисеплĕ вулаканăм, юпа çинчен калаçас кăмăл çуралчĕ. Авалхи асаттесен ăнланăвне, курăмне шута илсе  юпасен  уйрăмлăхĕсене  пăхса  тухас терĕм.
Хальхи ăнланупа, пĕлÿпе вĕсене тĕрлĕ тытăмра куратпăр:
   Çурт-йĕр,  хÿме-карта,  çул  çинчи   юпасем;
  Виле тăпри çине ÿпĕнтерсе лартнă юпасем - виле юписем;
   Палăк /памятник/ шалчи  юписем,  стелăсем;
   Хура юпа. Вăрă-хураха намăс тума лартнă юпа/сем/;
   Уяври /Акатуй, Кушар.../ лапамсенче лартнă ăмăрту юписем;
   Кĕлĕ, чÿк,  асăну вырăнĕсенче лартнă  юпасем;
   Тĕнче курăма ăнлантаракан, пĕлĕтпе çĕр хуш-шинче тÿррĕн чикĕленсе тăракан ăсри сăнарлă юпа е тÿпене тĕкĕнсе тăракан  шалча  юпи;
   Юмахри тата ăс курăмĕнчи сăнарлă  юпасем. Халĕ  вĕсен  пĕлтерĕшĕсене  манса  пыратпăр.  Аса илес  кăмăл  пур-и?
"Религии мира" кĕнекере /Мускав, 1996, 6 т., 500 стр./ çапла çырнă: "Связь между миром богов /небом нен/ и миром людей /землей нен/ выражалась в установлении жертвенного столба, который назывался юпа". Ку ĕнтĕ Иранран, Индирен килнĕ "тенри" сăмах. Авал суварсем Çĕр кăвапи тĕлне юпа лартмасăр, чул хумасăр чÿк чÿклеме пуçламан. Çакă тĕнче юпине вырнаçтарса лартнине пĕлтернĕ.
Авалхи Пăлхарта /Ибн Фадлан çырнине аса илĕр/ кĕлĕ вырăнĕнче юп
72;/сем/ лартнă. Ун çумне е кĕске юпи çине асăну кучченеçне хурса панă. Çапла çÿлти Турра, çĕр çинчи ырăсене асăннă. Юпа тĕнче тытăмĕнчи, пĕлĕтпе çĕр хушшинчи тĕнĕл тытăмĕ сăнарлă. Тĕнче çыхăнăвĕ пулса тăрать.

Çурт-йĕр юписем. Кунта та асамлисем пур. Тĕслĕхрен, карта юписем. Вĕсене чикĕ, сыхчă юписем тесе калаççĕ. Кумар, утар, выльăх картисен кĕтесĕнчи юпасем çине пуснă выльăхăн пуç купташкисене чиксе лартаççĕ. Выльăх чунĕ, ырлăхĕ картишĕнчен тухса ан кайтăр, ун вырăнне ытти выльăх чĕрĕлсе пăранлансах тăтăр теççĕ.
Кил карти тытăмĕнче хапха юпи пысăк хисепре. Вăл пирĕн кил-йыш тĕнчине, тытăмне сыхласа тăрать. Çавăнпа юпа тăррине хĕвел, тăршшĕпе вĕрен е икĕ юпа илемлетсе касаççĕ. Хапхан ытти юпине те çаплах касса чĕнтĕрлеççĕ. Икĕ юпа хушшине пĕлĕт тÿпин хăмине касса илемлетсе сыпăнтараççĕ. Ку - пирĕн кил тĕнче тытăмĕнче ларать тени.
Пÿртри паллă юпа. Пÿртçи каштине, маччана тытса тăракан юпана темиçе ятпа калаççĕ. Вăл аша, улча, олчепи, уша, ужа, элчи, тăпрас юпи тата нумай ятлă.
Ку юпа авал кĕр йĕки, çурт /юртă/ юпи пулнă. Вăл юртăн тĕн карлăкне, картине тытса тăнă. Хура пÿртсене йывăç касса пураласа тума пуçласан тÿпе кашти, мачча айне юпа лартнă тÿпине çулçă сарса тăпра /тăпрас/ улăхтарнă. Юпине çурта витнĕ тÿпене, тăпрана тытса тăма лартнă. Авал пÿрте мачча çине таканлатса /стропил лартса/ хăмапа, хуппа витсе туман, тăпрасне кăна тÿпелесе улăхтарнă.
Олча, аша юпи кăмака çумĕнче ларнă, вăл икĕ вуллă пулнă. Ăна питĕ хисепленĕ. Килти кĕлĕ вăхăтĕнче ваттисене, хĕрт-сурта асăнса пăтă-сăра лартса панă. Йывăр çын арăмсем ача тăвас умĕн ункăласа, çĕрĕмлесе çыхнă пушăт, сурпан е ытти   япалана аша юпи çине çакнă.
Шурă пÿрт лартма пуçласан аша-олча юпи пурнăçран тухнă. Йăласене кăмака вучахĕ умĕнче ирттерме тытăннă.
Виле юпи. Вил тăпри çине йывăç юпана ÿпĕнтерсе, кучĕпе çÿлелле пăхтарса лартнă. Юпи çине укçа çапнă, çумне виçĕ картлашкаллă пусма лартнă, юнашар тата чун каликне /кĕреçине/ чиксе хăварнă. Чунĕ кĕреçепе тухса çÿремелĕх хăвăл чакалать тенĕ.
Вилнĕ çын хăйĕн çылăхĕсене татсан пусмипе юпа çине улăхать, укçине илсе çĕр çине пăрахать, çăва пуçĕ умĕнче парăмне татать имĕш. Ун хыççăн ăна юпи çÿлти патшалăха çĕклесе хăпартать  иккен.
Чул юписен пуçĕнче чашăк пек лакăм чакаланă. Унта çурта çутнă. Вилнĕ çын чунĕ умĕнче çутă пултăр тенĕ.
Палăк юпи. Вăрçă пулса иртнĕ вырăнсенче вилнисене асăнма мухтав юпи лартнă. Вырăсла ăна стела теççĕ.
Хура юпа. Авал сăтăрçăсем, вăрă-хурах пурăнакан ял çывăхне намăс юпи, çунтарса хуратнăскер, лартнă.
Хĕрсене ку яла качча пама, кунти хĕрсене качча илме юраман. Ял-йышăн ирĕксĕрех урăх вырăна куçса ларма тивнĕ.
К</span>ĕлĕ вырăнĕнчи юпасем. Авалхи чăвашсем çурхи-кĕрхи кĕлĕсене чÿк вырăнĕнче, киреметре ирттернĕ. Лапамсенчи, вăрман уçланкисенчи киремет картинче çĕр кăвапи тĕлне вăрăм юпа, тăватă енне кĕске юпасем лартнă. Çакăнтах çÿллĕ, нумай туратлă йывăç ÿснĕ. Киремет, чÿк юписем талăкри, çулталăкри вăхăтсене палăртмалли хатĕрсем пулнă. Вĕсене юпа мĕлкисем тăрăх пĕлнĕ.

Юмахри юпасем. Суварсем юмаха çапла вĕçлеççĕ: "Юмах юпа тăрринче, хам урхамах çийĕнче". Юпи шанчăклă вăрттăнлăх вырăнĕ. Юмахĕ - чĕрĕлĕх, сиплĕх пĕлÿ пуххи, урхамахĕ /вăл çунатлă та пулать/ юпа тăррине улăхма пулта-раканĕ.
Аса илер-ха тата Чике сухал юмахне. Пурнăçра вăл ака-уй, вăр-ман чикк
80;нче
ларакан çÿллĕ юпа. Ăна ытти йывăç тункатисенчен уйрăммăн палăртса хăварнă. Курăмлă пултăр тесе ун çине кĕсре хÿринчен тунă ялава çыхса тăратнă. Тăрринче  - лаша  пуç  купташки.
Юмахра чике сухал вăрманта, ун чиккисенче пурăнать. Вăрăм сухаллă, лаша пуçлă. Лаша пуçĕ - алăк пуканĕ урлă /чикĕ урлă/ каçаймасть. Ăна çĕклесе каçармалла. Вăл вăрман касакансене, чикке пăсакансене пусмăр кăтартать.
Тĕнри юпасем. Тĕнри юпасем таса та хаклă тытăма пĕлтереççĕ. Юпа - тĕнчен таса тытăмĕн тĕнĕлĕ е ĕмĕтре курăнакан тÿпене çити ÿсекен тĕнче йывăççи, е ÿпĕнсе тăракан кăвак пĕлĕт хуранĕн тĕрекĕ, çĕклевĕ.
Иудаизмра, буддизмра çул кăтартакан вутлă юпасем пур, Пĕр юпа - хĕвел палли тĕреклĕх, тасалăх, шанчăклăх. Икĕ юпа - таса вырăна кĕмелли паллă, виçĕ юпа - çутă уйăхăн улшăнăвĕ. Тăватă юпа - тĕнчен тăватă енĕ. Пилĕк юпа - ислам тĕнне ĕненекенсен тĕрĕслĕхĕсем. Çичĕ юпа - еврейсен Соломон вĕрентĕвĕнчи чи пысăк пĕлÿ, ăслăлăх палли.
Авалхи грексен мифĕнче Геракл паттăр Вăта çĕр тинĕсĕн Гибралтар пырĕнче /проливĕнче/ çурçĕрпе кăнтăр çыранĕсенче çĕр чиккине чул юпасем лартнă. XVI ĕмĕрте V Карл вĕсене, тĕнче чикки юписем тесе, хăйĕн гербĕ çине ÿкернĕ. Искусствăпа архитектурăра юпа курăмĕсемпе час-часах усă кураççĕ, керменсенче тĕрлĕ илемлĕ колоннăсем лартаççĕ.
Халĕ калаçăва хамăр тытăма çавăрар. Сувар художникĕсем, скульпторĕсем вунă çул ытла ĕнтĕ Атăл леш енче, "Чувашия" санатори çывăхĕнче, юпа палăксен лапамне илемлетрĕç, унта - çĕр ытла юпа.
Ку пуçарăва малалла тăсса авалхи хуласен тĕлне те юпа палăксем вырнаçтарчĕç.
Сувар наци конгресĕ пуçарнипе 2009 çулта "Шупашкар: 500 çул" кану паркĕнче Акатуй вăхăтĕнче "тĕнче юпине" лартса уяв ирттерчĕç. Авалхи пĕлÿ, культура халăх пурнăçне майĕпен таврăнать. Хастарсене ырă сунмалла кăна. Вĕсен ĕçĕ малалла та ăнса пытăр.
Çапла пултăр! Çапла пултăр! Çапла пултăр!!!
Никифор НАУМОВ. Хыпар. Культура. 2010, кăрлач, 19.

1 комментарий:

MIX_V_MIX комментирует...

Никĕс юпи